Чăваш Енре ăпăр-тапăр турттарса тухнăшăн тÿлемелли çĕнĕ майсем йĕркелеççĕ

Чăваш Енре пурăнакансем ăпăр-тапăр турттарса тухнăшăн малашне комиссисĕр тÿлеме пултараççĕ. Çавăн пек май регионти операторăн ятарлă офисĕсенче пур. Кĕçех вĕсем кашни районпах хуларах ĕçлĕç. 
   
Леонид Петров, Игорь Ульянов
 
Республикăра йăла каяшне турттарса тухмалли çĕнĕ йĕрке ĕçлесе кайнăранпа çур çул çитрĕ. Çак тапхăрта чылай çитменлĕх тупăннă. Вăл шутра регионти оператор кÿрекен çăмăллăхшăн тÿлесси йывăрлăх пулнă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе Чăваш Енре пурăнакансен  çурри ытларах кăна тивĕçне  туллин пурнăçлать. Чи яваплисем - чутайсем, етĕрнесем тата элĕксем. Хăш-пĕр муниципалитетра вара 25 проценчĕ кăна тÿлет. 

Ĕçе лайăхлатас тĕллевпе ятарлă терминалсем вырнаçтарма йышăннă. Вĕсем республикипех пуш уйăхĕн вĕçĕнчен ĕçлеме тытăнĕç.

Алевтина Катмиче Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнать.  Ăпăр-тапăршăн тÿлеме вăл ятарласа Этнескер ялĕнчен Çĕнĕ Шупашкара килнĕ. Унччен çакна банкра е почтăра пурнăçланă. Процент илни тивĕçлĕ канури çынна питĕ шухăшлаттарнă. Çĕнĕ йĕркепе вара пенсионер кăмăллă. 

Шупашкар районĕнчи Анатолий Петров комиссисĕр тÿлеме май пурри пирки массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлнĕ.
   
„Экоцентр“ офисĕсенче  çавăн пекех ытти ĕçе те тума пулать. Сăмахран, çемьере йыш хушăннине е чакнине çирĕплетекен хутсене вырăнтах шута илеççĕ. Çавăн пекех тÿлев виçине çĕнĕрен шутласа параççĕ.



26 марта 2019
14:01
Поделиться