«Стоп-сугроб» акци пулăшнипе Шупашкарта 70 картиш тасатнă

Тепĕр 35 адреспа çитес вăхăтра çитменлĕхсене пĕтермелле. Хулара пурăнакансем çурт-йĕр таврашне тирпейлесе тăнипе кăмăллă-и? Çак ыйту хуравне шыраса пирĕн пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕп хулари урамсене пăхса çаврăнчĕ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин

Ленин проспектĕнчи 29-мĕш çурт умĕнче харăсах темиçе трактор юр тасатать. Иртнĕ кунсенче нумай хутлă çуртра пурăнакансем администрацине çитсе картишне юртан тасатманнине пĕлтернĕ. Кунта машинсене кăна мар, çынсене çӳреме те чăрмавлă пулнă. Ыйтăва çийĕнчех татса панă. 

Техника чылай çĕре кĕрсе тухаймасть. Çавăнпа дворниксем кĕреçесемпе тата шăпăрсемпе юр тасатаççĕ. Пăрлаклă вырăнсене лумсемпе катаççĕ. Ленин район администрацийĕнче эрнипех парковкăсене тирпейленĕ. Хăш-пĕр водительсем хăйсен тимĕр учĕсене кил умĕнче темиçе эрнелĕхех пăрахса хăвараççĕ. Çакăн пек машинсем юр тасатакан техникăна чăрмав кӳреççĕ. Çавна кура иртнĕ эрнере Ленин районĕнче 100 ытла автомобиле эвакуаторпа вырăнтан куçарнă. Эгер бульварĕнчи 53-мĕш çурт умĕнче те техника кал-кал ĕçлет. Микрорайонта пурăнакансем картишсене тирпейлесе тăнипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. 

Çул-йĕре мĕнле тасатнине хулара пурăнакансем те тĕрĕслеме пултараççĕ. «Стоп-сугроб» акци малалла пырать. Таса мар вырăна ӳкерсе, ăна ăçта тата хăçан ӳкернине палăртса ятарлă «Стопсугроб джимейл пăнчă ком» электронлă почта çине ярса памалла. Картиш тасалăхĕшĕн яваплă организацисене хăйсен ĕçне кирлĕ пек туманшăн штрафлама пултараççĕ. 
Источник:http://chgtrk.ru/news/21935



01 февраля 2019
10:24
Поделиться