Вĕренекенĕн пĕрлехи картти ашшĕ-амăшне ачи ăçта пулнине асăрхаса тăма май парать

Пĕлтĕр кĕркунне Шупашкарти шкулсенче вĕренекенĕн пĕрлĕхлĕ карттисемпе усă курма пуçланă. Вĕсем пулăшнипе ашшĕ-амăшĕ ачисем миçере шкула  çитнине тата унтан тухнине, мĕн çинине асăрхаса тăма пултараççĕ. Пĕрлĕхлĕ карттăсемпе хушма пĕлӳ паракан учрежденисенче те усă курма пуçланă. 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов  

Бауман урамĕнчи ача-пăча пултарулăх центрĕнче пĕрлĕхлĕ  карттăсемпе çĕнĕ çултан  усă курма пуçланă. Коридорта пĕлтĕрех ятарлă хатĕр вырнаçтарнă. Вĕренекен учреждение  кĕриччен  ун çумне карттăна хурать те ашшĕ-амăшĕн телефонĕ çине çийĕнчех смс-хыпар çитет.

Халĕ аслисен ачисемпе мăнукĕсем ăçта пулнине пĕлес тесе пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăравлама кирлĕ мар. 

Çавăн пекех вĕрентекенсем кашни урок хыççăн ачасем кружокра пулнине электронлă журналта палăртаççĕ. Çав самантра ашшĕ-амăшĕн банк карттинчен пĕр занятишĕн укçа илĕнет.  Çакă, паллах, чылай çăмăллăх кӳрет, вăхăта перекетлеме май парать. Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕлĕх ачасем ытларах мĕнле кружоксене кăмăлланине, шкула мĕнле çӳренине пĕлме пулăшать. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулмалла. Çавăнпа та çывăх вăхăтра çакăн  пек тытăм хушма пĕлӳ паракан мĕн пур учрежденире хута каймалла. 

Ачасем малашне карттăпа транспортра çӳренĕшĕн те тӳлеме пултарĕç.





05 февраля 2019
11:13
Поделиться