Республикăра тата тĕп хулара пурăнакансемшĕн, Шупашкар хăнисемшĕн — пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпар. Юратнă хуламара хăтлăрах, илемлĕрех тума кăçал кăçал федераци хыснинчен 500 миллион тенкĕ хушма укçа килет. Кун пирки Шупашкар ертӳлĕхĕн канашлăвĕнче пĕлтерчĕç.