Паттăрсем асрах

Вăрçă çулĕсенче Шупашкарти госпитальсем 70 пин салтакпа офицера йышăннă. Сурансене пула ĕмĕрлĕх куç хупнисене Богдан Хмельницкий урамĕнче вырнаçнă тăванла масарта пытарнă. Çĕнтерӳ кунĕ умĕн Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуç хунисене асăнса влаç тытăмĕнчи çынсем, депутатсем, тĕрлĕ организаци хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем чечексем хураççĕ. Ырă йăлана кăçал та малалла тăсрĕç. Тĕплĕнрех манăн ĕçтеш Олеся Руссакова каласа кăтартĕ.



08 мая 2019
11:16
Поделиться